Библиотекăна кĕнеке парнелес акци малалла пырать.
Тĕп библиотекăн çывăх тусĕ Юрий Зиновьевич Борисов журналист, çыравçă хăйĕн «Ăраскал парнеленĕ чăваш уйрăмĕ» çĕнĕ кĕнекине парнелерĕ.
Юрий Зиновьевич И. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн чăваш чĕлхипе литература уйрăмĕнче 1978-1983 çулсенче вĕреннĕ. Çĕнĕ кĕнекере автор ум сăмахĕнче çапла çырать: «Эпĕ паян та аслă шкулта вĕреннĕ тапхăра куç умне кăларатăп. Мана ырă тус-юлташсемпе _ Чăваш халăх поэчĕпе Валери Туркайпа, пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайнă Анатолий Смолин сăвăçпа, Вăрнар, Етĕрне, Шăмăршă районĕсен хаçачĕсен тĕп редакторĕсем пулнă Альбина Фоминапа, Виктор Ивановпа, Борис Мишкинпа, «Тантăш» хаçата редакциленĕ Владимир Федоровпа, паянхи паллă прозаикпа, Чăваш Енри профессиллĕ çыравçăсен пĕрлĕхĕн ертÿçинче тăрăшнă Улькка Элменпе, чылай тапхăр Чăваш наци радиовĕн пай редакторĕнче ĕçленĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе, чăваш журналисчĕсен Çемен Элкер ячĕллĕ преми лауреачĕпе Роза Деменцовăпа, «Чăваш Ен» патшалăх телерадиокомпани пуçлăхĕн çумĕпе Елена Егоровăпа, И. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш литература кафедрин доценчĕпе, педагогика наукисен кандидачĕпе Олег Печниковпа, унăн мăшăрĕпе, ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕпе Мария Печниковăпа, Шупашкарти Н. Никольский ячĕллĕ педколледж директорĕпе Станислав Григорьевпа, ытти пултаруллă яш-кĕрĕмпе вĕренме тÿр килчĕ… Каярах пĕр тĕллев патне пырса тухрăм: уйрăм кĕнеке кăлармаллах!».
Юрий Борисов 1991 çултанпа РФ Журналистсен пĕрлĕхĕнче тăрать, Красноармейски округĕн «Ял пурнăçĕ» хаçатĕнче 40 çул ытла вăй хурать. Иртнĕ çул «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçрĕ. Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ. 15 кĕнеке авторĕ.
Çĕнĕ кĕнекепе çывăхрах Красноармейскинчи тĕп библиотекăра паллашма пулать
Возврат к списку