Чувашская Республика, Красноармейский район, с. Красноармейское, ул. Ленина, д.26/1
+7 (83530) 2-22-63
Поздравление с днем матери от Красноармейской центральной библиотеки!
Поздравление с днем матери от Красноармейской центральной библиотеки!
23.11.2024
Просмотров: 105
Сывă пулччăр аннесем!

Анне…Кашни ачашăн чи хаклă, илемлĕ те çепĕç сăмах. Мĕншĕн тесен анне кун-çул парнелет, телей пиллет, юратса-лăпкаса ÿстерет. Анне яланах ăланать, каçарать, ывăлĕ-хĕрĕ йăнăшсассăн та ÿпкелемест, ăшă сăмахпа вăй-хал кĕртет, сурансене сиплет, çунат хушма хистет…

Раççейре Анне кунне 1998 çултанпа уявлаççĕ. Ăна çулсеренех чÿк уйăхĕн юлашки высарникунĕнче паллă тăваççĕ. Çак кун кашниех амăшне саламлать, пурнăç парнеленĕшĕн тав тăвать. Чăннипе, аннесене кунсерен пуç таймалла пирĕн, чунĕсене ăш сăмахпа йăпатмалла. Ăна валли сăлтав та кирлĕ мар. Анне пурри, вăл çумра пулни те çителĕклĕ.

Хисеплĕ аннесем! Сире Аннесен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, вăрăм кун-çул сунатпăр!
Возврат к списку