Чувашская Республика, Красноармейский район, с. Красноармейское, ул. Ленина, д.26/1
+7 (83530) 2-22-63
Слайд-рассказ "Вениамин Пехил"
15.01.2025
Просмотров: 77
“Шăнкăрав курăкĕ” юрра пĕлмен чăваш çуках. Миçе ăру юратса шăрантарнă ăна. Хальхи çамрăксем те кăмăллаççĕ. Юратнă юррăн ĕмĕрĕ вăрăм килчĕ. Шел те, унăн авторĕн кун-çулĕ вара кĕске пулчĕ. Вениамин Пехил сăвăç алă çула çитеймесĕрех çĕре кĕнĕ. Вениамин Пехил (Вениамин Васильевич Кондратьев) 1955 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче Янкас ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Пурăннă пулсан вăл кăçал 70 çул тултармаллаччĕ. Поэт кун-çулĕ 2004 çулхи июлĕн 24-мĕшĕнче вăхăтсăр татăлнă. Анчах та, çур ĕмĕре яхăн çут тĕнчере пурăнма ĕлкĕрнĕ поэт сăнарĕ асрах пурăнать. Сăввисене те халăх юратсах вулать.
Возврат к списку