Чувашская Республика, Красноармейский район, с. Красноармейское, ул. Ленина, д.26/1
+7 (83530) 2-22-63
Поступление новой книги нашего земляка Александр Партта
Поступление новой книги нашего земляка Александр Партта
20.11.2024
Просмотров: 69
Чăваш кĕнеке издательствинче пирĕн ентешĕн Александр Иванович Степанов-Пăртта çырнă пьесăсен пуххин пĕрремĕш кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Ăна «Ман пылак çырлам» тесе ят панă.

Александр Пăрттана литературăна юратакансем те, сцена искусствине кăмăллакансем те аван пĕлеççĕ. Артист 1990 çултанпа Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче ĕçлет. Александр Иванович хăй те пьесăсем, сăвăсем çырать. 1997 çултанпа — Чăваш Республикинчи профессиллĕ писательсен союзĕн членĕ. Сцена вăрттăнлăхĕсене тата пурнăçа аван пĕлнĕрен пьесисем те интереслĕ пулса тухаççĕ.
Александр Пăртта çырнă пьесăсене пысăк сценăсем çинче те, халăх театрĕсенче те тăтăшах лартаççĕ. Камит пырать-и, трагеди-и – куракансем вĕсене кăсăкланаса пăхаççĕ, кăмăлласа йышăнаççĕ. Çĕнĕ кĕкене драматург 1997-2017 çулсенче çырнă пьесăсем кĕнĕ.

Ентешĕмĕр произведенийĕсенче тăван халăхăн кулленхи пурнăçне сăнлать, тĕп вырăнта – çынна вăй-хал паракан, хавхалантаракан туслăхпа юрату.
Возврат к списку